Куславккари тӗп вулавӑшра паян Анне кунне халалласа «Ты одна мне несказанный свет» (чӑв. Чи ҫутӑ ҫӑлтӑр маншӑн эсӗ) уяв каҫӗ иртрӗ. Ӑна йӗркелеме хулан 1-мӗш шкулӗнче вӗренекен 4-мӗш классем тата Валентина Алексеевна Патровӑпа Надежда Ананьевна Иванова хутшӑнчӗҫ.
Мероприяти ертӳҫисем «АННЕ» сӑмахӑн ӑшши пирки нумай каларӗҫ, «Мамам всем добра и света» (чӑв. Пӗтӗм ырра, пӗтӗм чуна — аннесеме) электронлӑ куравпа паллаштарчӗҫ.
Уяв каҫне пухӑннӑ ачасем сӑвӑсем вуларӗҫ, анне пирки юрларӗҫ, «За что я люблю маму» (чӑв. Аннене мӗншӗн эпӗ юрататӑп) ӑмӑртура тупӑшрӗҫ, «На свете всё от матери» (чӑв. Тӗнчере пӗтӗмпех — аннерен) кӗнеке куравӗпе паллашрӗҫ.
Чӳкӗн 15-мӗшӗнче «Салам» студи «Тӑвансемӗр, пӗрле чухне, ай юрлар-и юррине» ҫӗнӗ курмаюрӑсен дискӗ тухнӑ ятпа хӑтлава чӗнет, вӑл Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртӗ. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра.
Ку диск — пысӑк проектӑн пӗр пайӗ ҫеҫ. «Салам» студи 4 ҫул хушшинче 100 юрӑн клипне ӳкересшӗн, вӗсене халӑх патне ҫитересшӗн. «Тӑвансемӗр, пӗрле чухне, ай юрлар-и юррине» дискра пурӗ 25 юрӑ вырнаҫнӑ — кашни ҫул ҫапла май студи 25-шер курмаюрӑ кӑларасшӑн. Ку ӗҫе вӗсем пӗччен мар, йышпа тӑваҫҫӗ — проекта чылай режиссер хутшӑнма тӗв тунӑ.
Филармонири хӑтлавра эсир ҫак дискри юрӑсемпе паллашма пултаратӑр. Куракансем умӗнче концертпа «Шуҫӑм» ансамбль, Куславкка районӗнчи (Хурамал) «Эткер» ушкӑн, «Кӑмӑл» фольклор ансамблӗ хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫак концерта ытти юрӑҫсем те хутшӑнӗҫ: Василий Раймов, Валентина Михайловӑпа Вячеслав Александров, Владимир Чекушкин, Тамара Гурьева, Иван Христофоров, Сергей Кувшинов, Типшӗм Сашук, Августа Уляндина, Нинӑпа Анатолий Еграшкинсем (Чӗмпӗр облаҫӗ), Надежда Заводскова, Малинасем, Иосиф Дмитриев, Тая Смирнова, Альбина Пӑрчӑкан, Андрей Шадриковпа Пётр Ермолаев, Светлана Савельева, Ольга Осипова, Аня Егорова, Людмила Семёнова, Лариса Васильева.
14 ҫулхи ҫамрӑк пуйӑс айне лексе урасӑр юлнӑ. ШӖМ-ӗн ҫул-йӗр уйрӑмӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх пӑтӑрмах Куславкка районӗнче юпан 30-мӗшӗнче 16:00 сехетре пулса тухнӑ.
Саккӑрмӗш класс шкул ачи пӗрле вӗренекен хӗрпеле вӗренӳ хыҫҫӑн киле таврӑннӑ. Чукун ҫул урлӑ каҫнӑ чух майӗпен пыракан пуйӑса асӑрханӑ. Ҫамрӑк хӗр умӗнче хӑйӗн «хӑюллӑхне» кӑтартма шут тытнӑ. Вӑл пуйӑс вакунӗнчен ҫакланса 20 метр яхӑн ярӑнса кайнӑ, анчах та ӳксе пуйӑс айне лекнӗ.
Пӑтӑрмаха пула ҫамрӑк чӗркуҫҫирен аялларах икӗ урасӑр юлнӑ. Халӗ вӑл сыватӑшра выртать.
Паянхи кун ЧР ШӖМ-ӗн транспорт ҫинче ӗҫлекен ҫул-йӗр уйрӑмӗн сотрудникӗсем тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ, куҫӑн курнӑ ҫынсене ыйтса пӗлеҫҫӗ, пӑтӑрмах пулса иртнӗ вырӑна пӑхса тухнӑ. Тӗрӗслев ӗҫӗсене вӗҫлесен процессуаллӑ йышӑну ҫирӗплетӗҫ.
Пётр Шоркина халалланӑ Куславкка районӗнчи «Выля, купӑс» фестиваль-ӑмӑртӑва ирттересси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ — купӑҫсӑсем унта кашни ҫул пухӑнаҫҫӗ. Фестивалӗн кӑҫалхи вырӑнӗ Куснарта пулчӗ. Яланхи пекех ӑмӑртӑва ятарлӑ пӗлӳ илнисем те, хӑй тӗллӗн купӑспа выляма вӗреннисем те хутшӑнчӗҫ.
Фестивале пынисене район администрацийӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен пуҫлӑх ҫумӗ Солдатихина Марина, Куснар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Утемов саламларӗҫ.
Ӑмӑрту йӗрки-шывӗпе килӗшӳллӗн кашни хутшӑнакан икӗ кӗвӗ выляса пачӗ — вӗсенчен пӗри Пётр Шоркинӑн кӗвви пулчӗ.
Фестиваль гран-прине Вячеслав Зуев (Хурамалти фольклор ҫурчӗ) ҫӗнче илчӗ.
«Хӑй тӗллӗн аталаннӑ купӑсҫӑ» номинацире 1-мӗш вырӑна Утёмов С.Е. (Куснар ял тӑрӑхӗ) тивӗҫрӗ, 2-мӗш вырӑна — Мотова Л. Я. (Тӗмшер ял тӑрӑхӗ), 3-мӗш вырӑна — Андреев М.А. (Куславкка).
«Ҫамрӑк купӑсҫӑ» номинацире вара 1-мӗш вырӑна «Волга» АМШ вӗренекенӗсем Кашаев Алексейпе Аванский Денис тивӗҫрӗҫ.
Куславкка районӗнче культура эткерӗ ятне тивӗҫ ӗскерсем нумай: Н.И. Лобачевскийӗн музей-ҫурчӗ, Волчков купсан ҫурчӗ, Богоявлени чиркӗвӗн ансамблӗ, Иоанн Богослов чиркӗвӗн ансамблӗ, Хусан чиркӗвӗн чан тӑрри, Петр Осипов чӑваш ҫыравҫӑн ҫурчӗ тата ыттисем те.
Куславккара ҫавӑн пекех тепӗр историллӗ ҫурт пур — Жомени баронӑн пӳрчӗ. Вӑл икӗ хутлӑ, чул никӗслӗ, йывӑҫран хӑпартнӑскер. Ҫуртра пурӗ 15 пӳлӗм. Ӑна «Чӑваш Ен культури: 2010–2020» республикӑн тӗллевлӗ программӑн «Чӑваш Республикин культура эткерӗ» ҫумпрограммӑна кӗртнӗ. Пӗлтӗр хысна укҫи-тенкипе ҫуртӑн тӑррине юсанӑ, тата ытти ӗҫсене тунӑ. Кӑҫал уйӑрнӑ укҫапа пӳртӗн мал енне капӑрлатмалла, чӳречисене юсамалла.
Жомени барон кил-йышӗ революцичченхи Чӑваш Енре пуян ҫемье шутланнӑ, вӗсен пурлӑхӗнче пин ытла гектар ҫӗр пулнӑ. Хӑйсен ҫӗрне Куславккара ярмӑрккапа пасар ирттерме тара парса, икӗ хупах тытса самай укҫа тунӑ вӗсем. Куславкка ҫывӑхӗнчи пӑра та хресченсене тӳлевсӗр паман тет — нӳхреп валли ан илччӗр тесе ятарласа хуралҫӑ тытнӑ.
Утӑн 7-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Куснарти культура центрӗнче Ольга Ырсем актриса ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа ятарлӑ пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Шкул ачисем Ольга Ивановна вылянӑ спектакльсенчи пайсене вуласа пачӗҫ, ялта пуранакан Д. Молтушкин вара актриса унӑн асӗнче юлнӑ самантсем пирки каласа пачӗ.
Пултарулӑх каҫӗ вӗҫленнӗ май Ольга Ивановна Ырсем ҫуралса ӳснӗ кил умӗнче ларакан асӑм чулӗ умне чечексем хучӗҫ.
Ырсем Ольга Ивановна 1892 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче ҫак ялта ҫуралнӑ. Чӑваш халӑх артистки, РСФСР тава тивӗҫлӗ актриси ятсене тивӗҫнӗ. Театр сцени ҫине тухиччен Ольга Ивановна ялта ачасене вӗрентнӗ, кайран Хусанти педагогика институтӗнче вӗренсе тухнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ҫӗр ытла сӑнара вылянӑ. Куракансене вӑл Нарспи (1922), Пинерпи (1927), Анисса (1943), Анюк («Энтип», 1949), Пелегея («Кукушка все кукует», 1974) сӑнарсенче яланах асра юлнӑ. Сцена ҫинчен Ольга Ивановна 1978 ҫулччен кайман. 1979 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗнче вӑл пирентен уйрӑлса кайнӑ.
Акан 6-мӗшӗнчен Чӑваш телевиденийӗ тепӗр 200 пине яхӑн чӑваш килне ҫитет тесе пӗлтереҫҫӗ. Шупашкарсӑр пуҫне паянхи кун ку ҫӗнӗлӗхе Ҫӗнӗ Шупашкар, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри хулисем тата Опытныйпа (Ҫӗрпӳ районӗ) Тӗрлемес (Куславкка районӗ) посёлокӗсем хак пама пултараҫҫӗ. Тахҫанах кӗтнӗ ӗҫе Чӑваш Енри «Ростелеком» АУО, РТРС «Чӑваш Республикин РТПЦ» тата «Ҫӗн Шупашкар кабель ТВ» ТМЯО пӗрле пухӑнса йӗркеленӗ иккен.
Чӑваш чӗлхипе культурине аталантармалли майсем хушӑнни савӑнтарать ӗнтӗ, анчах та ҫак «чӳречене» чӑваш инҫекурав ӑстисем мӗнпе тултарӗҫ-ши?
2011 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнче Куславкка районӗнче «Куславкка–Ҫатракасси–Тӗмшер–Аманик» участокӗнче «Варасӑр-Аманик» машин ҫулне савӑнӑҫлӑн уҫрӗҫ. Ҫак самант кунти халӑлӑх тахҫанхи ӗмӗтне пурнӑҫлама май пачӗ теме пулать. Халӗ ӗнте вӗсем аякран ҫаврӑнмасӑрах тӳрӗ ҫулпа Тӗмшертен Аманикпе Елчӗке ҫитме пултарӗҫ.
Ҫула 2008 ҫулта тума пуҫланӑ. Анчах та укҫа ҫитменрен 2009 ҫулта ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Хальтерех вара, 2011 ҫулта, М. Игнатьев Элтепер ҫине тӑнипе ҫула туса пӗтер май пулчӗ.
Уяв савӑнӑҫлӑ иртрӗ: ҫул тӑвакансене Хисеп хучӗсем пачӗҫ, ялти халӑх ушкӑнӗ юрӑ-ташӑпа куракансене савӑнтарчӗ.
Паян, раштавӑн 17-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонинче «Куславккасем» ентешлӗх уява пухӑнчӗ. Савӑнӑҫлӑ концерт 13 сехетре пуҫланчӗ.
Чи малтанах зала пухӑннисене Куславкка тӑрӑхне сӑнлакан ӳкерчӗксемпе паллаштарчӗҫ. Унтан вара Чӑваш Республикин культура училищинче тӗпленнӗ халах инструменчӗсен оркестрӗ илемлӗ кӗвӗсемпе саламларӗ, Раиса Андреевӑпа Наташа Платонова юрӑсем юрласа пачӗҫ.
Уява малалла тӑснӑ май сцена ҫине чаплӑ хӑнисем тухрӗҫ — Куславкка тӑрӑхӗнче хастар ӗҫлекенсене чысларӗҫ.
Уява пухӑннӑ халӑха юрӑ-ташӑпа савӑнтаракансен шутӗнче «Эткер» ушкӑн, Раисӑпа Николай Андреевсем, юрӑпа ташӑ академи ансамблӗ тата ыттисем пулчӗҫ. Концерта Вячеслав Оринов ертсе пычӗ.
Сӑнсем (148)
Куславкка районӗнчи паллӑ фермер Василий Семенов 2009 ҫултанпа купӑста фестивальне ирттерет. Малтан ӑна Карач ял тӑрӑхӗнче йӗркеленӗ, унтан вӑл Куславкка хулине куҫнӑ, республика шайне ҫитнӗ.
Кредит илсе пысӑк стройка пуҫланӑран Василий Николаевич уяв тума кӑҫаллӑха тӑхтас, ӑна ҫитес ҫула куҫарас тӗллевлӗччӗ. Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗн Чӑваш Енри филиалӗ вара вӑй-халне шеллемен фермера пулӑшма шухӑшларӗ. Ҫапла май вара кӑҫалхи фестиваль Шупашкарта иртрӗ.
Василий Николаевичӑн ырӑ пуҫарӑвне малалла аталантарса банк пархатарлӑ ӗҫ турӗ. Халӑх йӑлине манӑҫтарманни ҫитӗнекен ӑрушӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Пӗрле пуҫтарӑнса купӑста тӳсе йӳҫӗтесси ӗлӗкех пулнӑ, вӑл чӑн-чӑн уява ҫаврӑннӑ. Чӑваш кирек мӗнле ӗҫе те пӗччен-иккӗн мар, йышпа (нимелле) пурнӑҫланӑ. Ҫавӑнпа ывӑннине туйман, ӗҫӗ те ӑннӑ. Хамӑр ҫитӗнтернӗ экологи енчен таса пахча ҫимӗҫе йӑран ҫинченех йӳнӗпе сутни мӗн усси? Ӑна вырӑнта тирпейлесе хӗл каҫипе тупӑшлӑ вырнаҫтарни лайӑхрах.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |